Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атӑлҫи Пӑлхар ислам йышӑнни

Атӑлҫи Пӑлхар ислам йышӑнни — историлле пулӑм. Хальхи эрӑн пӗрремӗш пинҫуллӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ҫак пулӑма Багдадран килнӗ элчӗлӗх 922-мӗш ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарта пулнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ислама йышӑнаканни Алмуш элтепер тата ун ҫывахӗнчи аслӑ ҫынсем пулнӑ. Сӑлтавӗ — хасарсен витӗмӗнчен хӑтӑласси.

Хальхи хаҫатра (КАМСЕМ ЭПИР? ХӐШ ЙӐХРАН? — Сувар, ■ 11(897)№, 2011, пуш, 18) кун пирки ак ҫапла ҫырса кӑтартнӑ:

«Ислам тӗнне Пӑлхар патшалӑхӗнче 921[2] ҫултах йышӑнма пуҫланӑ. Ун чухнехи Пӑлхар патши Эльмуш (Алмуш) вӑл вӑхӑтри вӑйлӑ Багдад халифачӗпе ҫывӑхланма тӗв тӑвать. Атӑл тӑрӑхне Багдад элчисемпе, ытти ислам миссионерӗсемпе пӗрле килнӗ посольство секретарӗ, Ахмед ибн Фадлан дипломат хӑй курса ҫӳренисем ҫинчен ҫырса пынисенче ҫапларах сыпӑк пур: «Эльтепер мана каларӗ: «Ман ятпа хутба (проповедь) калама мӗнле май пур-ши?» – терӗ. Эпӗ каларӑм: «Сан ятупа аҫу ятне каласа», – терӗм. Вӑл каларӗ: «Анчах та ман атте тӗрӗс тӗне ӗненекен ҫын пулман, манӑн та минбар (мечӗтри кӗлӗ каламалли вырӑн (кафедра) ҫинчен ун ятне асӑнас килмест, эпӗ те унччен ют тӗнпе пурӑннӑ, манӑн хамӑн ятӑма асӑнтарас килмест, мӗншӗн тесен мана ят параканӗ ҫак тӗне тытакан ҫын пулман. Ман хуҫа, тӗрӗс тӗне тытакансен пуҫлӑхӗ, мӗн ятлӑ?» – терӗ. Эпӗ каларӑм: «Джафар», – терӗм. Вӑл каларӗ: «Мана ун ятне илме юрать-и?» – терӗ. Эпӗ каларӑм: «Юрать», – терӗм. Вӑл каларӗ: «Апла, эппин, эпӗ хама Джафар тесе, аттене Абдаллах тесе ят хутӑм ӗнтӗ, кун пирки хатиба (кӗлӗ калакана) пӗлтерме хуш», – терӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та, хатиб ун ячӗпе хутба калама пуҫларӗ: «Эй, Аллах! Хӑвӑн чуруна, Джафара, Абдаллах ывӑлне, пӑлхарсен пуҫлӑхне упраса усра!» – терӗ» («Революцичченхи чӑваш литератури» кӗнекерен, 1 т., 35-36 стр., Шупашкар, 1984).»


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2021-09-19 10:14:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 722 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем